Чăваш Енре 2016 çулхи пĕрремĕш кунсенче чи малтан çутă тĕнчене килнĕ 10 ача хушшине пирĕн районти Чутейри Ларисăпа Сергей Цирульниковсен хĕрачи те кĕнĕ. Ăна ашшĕпе амăшĕ Ева ят панă. Цирульниковсен виççĕмĕш ачи вăл. Çичĕ çулхи Костьăпа виçĕ çулхи Андрюша йăмăкне питĕ юратаççĕ.
ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ В.Новикова районăн кăçалхи пĕрремĕш гражданинĕ пулнă ятпа саламланă Ева Цирульникована, çурални çинчен документ панă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ячĕпе çĕнĕ пĕчĕк çын патне ăшă сăмахсем çитернĕ. Тăванĕсемпе çывăх çыннисем ачана çирĕп сывлăхлă çитĕнтерме, ашшĕпе амăшне тỹсĕмлĕ пулма суннă.
Е.НИКОЛАЕВА.