Пенси саккунĕсене кĕртме палăртнă улшăнусемпе килĕшỹллĕн 2016 çулта ĕçлекен пенсионерсем страховани пенсийĕпе пĕрле çирĕплетнĕ тỹлеве планпа палăртнă индексацисĕр илсе тăрĕç.
Çапла вара страховани пенсийĕн çитес çулхи нарăс уйăхĕнчи индексацине 2015 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне ĕçлемен пенсионерсем кăна илеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем çитернĕ отчет кăтартăвĕсене Пенси фончĕ шăпах çак дата тĕлне пĕтĕмлетет - вĕсене тĕпе хурса индексаци ирттереççĕ.
Страховани пенсийĕ илсе тăракан уйрăм предпринимательсем, нотариуссем, адвокатсем тата ыттисем 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ кăтартусем тăрăх Пенси фондĕнче учетра тăрсан ĕçлекен пенсионерсем шутланаççĕ.
Пенсионер 2015 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ хыççăн, уйрăммăн илсен 2015 çулхи юпа уйăхĕн 1 - 2016 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕсенче (2015 çулхи тăваттăмĕш тата 2016 çулхи пĕрремĕш кварталсенче) ĕçлеме пăрахсан вăл Пенси фондне е нумай функциллĕ центра заявлени пама пултарать. Паллах, ĕç кĕнеки тата çакна çирĕплетекен ытти документпа пĕрле ĕнтĕ. Ыйтса çырнине 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен - федераци саккунĕ вăя кĕнĕ кунран - пуçласа 2016 çулхи çу уйăхĕ вĕçлениччен йышăнаççĕ. Ун хыççăн пенсие тивĕçтерекен уйăхсерен панă отчета тĕпе хурса тỹлеве хăй тĕллĕн çĕнĕрен шутлаççĕ.
Заявлени бланкне тата ăна çырса тултармалли йĕркене РФ Пенси фончĕн сайтĕнче (www.pfrf.ru) "пурнăçри лару-тăру" пайра вырнаçтарнă.
Заявление пăхса тухнă хыççăнхи тепĕр уйăхра гражданина страховани пенсине индексацие тĕпе хурса тỹлеме пуçлаççĕ. Пенсионер каярахпа тепĕр хут ĕçлеме тытăнсан страховани пенсийĕн виçине чакармаççĕ.
2015 çулшăн шутласа панă пенсин виçĕ балне (унран ытлараххине шута илмеççĕ) укçа эквивалентне куçарса кăçал ĕçленĕ пенсионерсен страховани пенсине ỹстереççĕ.
Ĕçлемен пенсионерсен тỹлевне 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 4 процент пысăклатаççĕ. Çын ĕçленипе ĕçлеменнине пăхмасăр патшалăх пенсийĕсене, çав шутра социаллисене, 2016 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 4 процент хăпартаççĕ.
Л.ИВАНОВА.