Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствинче "Киберпреступления и телефонные мошенничества" темăпа пресс-конференци иртнĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе уголовлă шырав управленийĕн тата "К" пайĕн, "Сбербанк" ПАО республикăри уйрăмĕн пуçлăхĕсем тĕл пулнă.
Уголовлă шырав управленийĕн начальникĕн заместителĕ Е.Андреев республика территорийĕнче пулса иртекен ултавлă ĕçсем пирки пĕлтернĕ. 2015 çулта вĕсем тăрăх 1160 уголовлă ĕç пуçарнă. Республикăра укçа тытмалли карттăсем, банкри счетсем çинчен электронлă майпа е телефонпа шăнкăравласа кирлĕ информацие ыйтса пĕлнипе укçа вăрланин тĕслĕхĕсем ỹснĕ.
Ултавсен тĕп тĕсĕсем пирки Чăваш Республикин шалти ĕçсен полицин аслă лейтенанчĕ А.Яблоков каласа панă. Час-часах республикăра пурăнакансем "социаллă" ултавçăсенчен (социаллă хỹтлĕх ĕçченĕсем, пăснине сирекенсем е ăпăр-тапăр сутакансем тесе суякансем), телефонпа е Интернетпа усă курса пурлăха вăрлакансенчен шар кураççĕ.
Сотовăй çыхăну тата Интернет сечĕ урлă банк карттинчен укçа вăрланин 674 тĕслĕхне шута илнĕ. Виçĕмçул ку кăтарту 34-па кăна танлашнă. Юлашки вăхăтра çынсен Интернет сечĕсене вырнаçтарнă пĕлтерĕвĕсем тăрăх укçа чылай çухални паллă.
Банк карттисенчен укçа-тенкĕ вăрлани пирки ЧР ШĔМĕн "К" уйрăмĕн начальникĕ, полици полковникĕ А. Смирнов тĕплĕн каласа панă. Çулталăк пуçланнăранпа çынсен банк карттисенчен укçа-тенкĕ вăрланă 49 факт тупса палăртнă. Вĕсенчен çиччĕшне палламан номерсенчен янă СМС-çырусене граждансем уçса, телефон çине куçнă сиен кỹрекен программăсемпе усă курса пурнăçланă.
Банк карттисемпе тĕрĕс, хăрушлăхсăр усă курасси тата мошенниксене хирĕç еплерех кĕрешесси пирки вара "Перекет банкĕ" ПАОн Чăваш Республикинчи тỹрремĕн суту-илỹ уйрăмĕн начальникĕ Е.Слепенко тĕплĕн ăнлантарса панă.
Банк картти - укçа упрама, лавккасенче, кафесенче, интернетра укçасăрах илме май паракан мел. Çавăнпа та унпа усă курнă чухне питĕ тимлĕ пулмалла.
Б.БОРИСОВ.