Мартăн 20-мĕшĕнче суту-илỹн, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ пулнă. Професси уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă.
"Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн мĕнпур ĕçченне хăйсен профессине парăннăшăн тав тăватăп.
Профессионализм, ĕçре яваплăха туйни, тараватлăх сире малашне те хăвăрăн халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевлĕ ĕçĕре çỹллĕ шайра пурнăçлама пулăшасса шанатăп", - тенĕ вăл.
"Тăвайри кооператив" потребобщество та палăртнă уява ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илчĕ. Районта пурăнакансене харпăр хăй туса кăларнă таварсемпе туллин тивĕçтерессишĕн тимлеççĕ пирĕн кооператорсем. "Тăвай çăкăрĕ" обществăри И.Моисеева, Е.Николаева, С.Иванова бригадирсем, Н.Степанова, Походкина, Воеводова, Николаева Надеждăсем - çăкăр пĕçерекенсем, производство пуçлăхĕ А.Алексеева, О.Капитонова технолог суту-илỹре ĕçлекенсемпе тачă çыхăнса тăрăшаççĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: "Тăвайри кооператив" потребобществăн хăш-пĕр работникĕсем ĕçре.
А.НИКИТИНА сăн ỹкерчĕкĕ.