Хăш-пĕр ашшĕсемпе-амăшĕсем ывăл-хĕрне воспитани парас тивĕçĕсене лайăх пурнăçламаççĕ, вĕренме пулăшмаççĕ, тивĕçлĕ шайра тумлантарассишĕн тимлемеççĕ, ырă тĕслĕх кăтартмаççĕ. Çавнашкал социаллă хăрушлăхри çемьесене маларах тупса палăртсан, çамрăксен пурнăçне мĕн чухлĕ те пулин аванлатма пулать. Аслисем хăйсен тивĕçĕсене начар пурнăçлани пирки асăрхаттарни витĕм кỹмесен, ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтараççĕ. Пирĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ вара - ачана çемьерех хăварасси, çемьене ачашăн упрама тăрăшасси.
Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕ çумĕнчи ачасен прависене хỹтĕлекен комиссире социаллă хăрушлăхлă 52 çемье шутланать, вĕсенче 86 ача пурăнать. Кăçал тепĕр виçĕ çемьене учета тăратнă. Вĕсенче çул çитмен пилĕк ача пурăнать. Социаллă хăрушлăхри çемьесене тупса палăртассипе профилактика субъекчĕсемпе - шкулсемпе, ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Хăш-пĕр çынсем япăх çемьери ачасем пирки пăшăрханаççĕ, заявлени çырса хăвараççĕ, шăнкăравлаççĕ. Вĕсене тỹрех тĕрĕслеççĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.
Нарăс-пуш уйăхĕсенче район администрацийĕ çумĕнчи ачасен прависемпе ĕçлекен комисси секретарĕ Н.Аркадьева, полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцин инспекторĕ А.Жилкина, В.Сядакова врач-педиатр, опекăпа попечитель органĕсен специалисчĕсем А.Петровапа А.Кузьмина, социаллă хỹтлĕх паракан центрăн специалисчĕ И.Михайлова, В.Шакров психолог-педагог, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕпе специалисчĕ В.Михайловпа А.Симуков, халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн тĕп инспекторĕ Р.Степанова учетра тăракан çемьесем мĕнле лару-тăрура пурăннине тĕрĕсленĕ. Рейдсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх актсем çырнă, ашшĕ-амăшне ачасене воспитани парассипе лайăхрах ĕçлемелли, эрех-сăра ĕçме пăрахмалли çинчен ăнлантарнă.
Паянхи куна 52 çемьене тĕрĕсленĕ. Социаллă хăрушлăхри çемьесен тупăшĕ питĕ пĕчĕк. Нумайăшĕнче эрех-сăрана малти вырăна хураççĕ. Тулли мар çемьесем нумай. Хăйсем хăнăхнă пурнăçне улăштарасшăнах мар çемьесенче, çул çитмен ачисен кăмăл-туйăмĕпе куллен кăсăкланасшăн мар аслисем. Административлă право йĕркине пăснă пирки икĕ ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе протокол çырмалла пулчĕ.
Çитĕнекен ăру пит-куçĕнче яланах савăнăç йăлкăштăр тесе пурин те тăрăшмалла пирĕн.
Н.АРКАДЬЕВА, район администрацийĕ çумĕнчи ачасен прависемпе ĕçлекен комисси секретарĕ.