Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Биатлонистсен Раççейри чемпионатĕнче - пирĕн ентеш

Биатлонистсен ăмăртăвĕсемпе интересленекенсем тĕнчере те, Раççейре те, республикăра та, пирĕн районта та нумайăн. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче спортăн асăннă тĕслĕхĕн Раççейри чемпионачĕ иртни пирки хаçата вулакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Федерацин Атăлçи округĕпе хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин çитĕнĕвĕпе паллаштарнăччĕ.

Çавăн чухне вара арçынсем эстафета чупрĕç. Александр Бабтин, Виталий Кабардин, Антон Бабиков тата Канаш хулинчи Алексей Петров хỹтĕленĕ Пушкăртстан чысне. Леша пĕрремĕш этапра дистанцие тухнă. Умри тĕллевне лайăх пурнăçланă вăл. Малта пыракансенчен финиша 15 çеккунт кăна каярах çитнĕ. Унăн юлташĕсем çитĕнĕве çирĕплетнĕ, команда виççĕмĕш вырăна тухнă. Алексей Петров (сăн ỹкерчĕкре сулахайран хĕрринчи) Раççей чемпионачĕн пăхăр призерĕ пулса тăнă. Канаш хулинче пурăнакансен чи çỹллĕ шайри ăмăртусен çитĕнĕвĕсене хăйĕн кăтартăвĕпе татах пуянлатрĕ çапла вăл. Эпир Алексея çĕнтерỹпе саламлатпăр. Пире хавхалану кỹнĕшĕн тав тăватпăр.

И.МИНГАЛЕЕВ.