Район администрацийĕ çумĕнчи терроризма хирĕçлессипе ĕçлекен комиссин ларăвĕ пулнă.
Çĕнтерỹ кунне, акатуя, республика праçникне районта йĕркеленĕ чухне халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пирки полици уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Федоров каласа кăтартнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Шакшина, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, "Аль" спорткомплекс директорĕ А.Кириллов тĕрлĕ пĕлтерỹсем тунă асăннă темăпа.
Тăвай ен прокурорĕн "Кăçалхи пĕрремĕш кварталта экстремизмпа терроризм характерлă преступленисене хирĕçлекен законсене мĕнле пăхăнни çинчен" информацине те пăхса тухнă ларура.
А.ИВАНОВА.