Чăваш халăхĕн паллă уявĕсен шутне 2004 çулхи апрельте тепĕр уяв хутшăннă. Çак кун ЧР Президенчĕ Чăваш Республикин символĕсен кунне палăртма саккун йышăнса алă пуснă. Çапла вара апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ялавĕн, гербĕн, гимнĕн уявне палăртатпăр.
Чăваш Республикин патшалăх ялавĕ - тăватă кĕтеслĕ пусма, унăн енĕсем 5:8 виçепе шайлашуллă, горизонтальпе икĕ пая пайланнă: çỹлти - сарă тĕслĕ, аялти - тĕксĕм хĕрлĕ (пурпур) тĕслĕ. Варринче герб эмблемисем - "Пурнăç йывăçĕ" (Чĕрĕлсе вăй илнин символĕ) тата "Виçĕ хĕвел".
Чăваш Республикин патшалăх гербĕ тĕксĕм хĕрлĕ "Пурнăç йывăçĕ" (Чĕрĕлсе вăй илнин символĕ) эмблемăн ылтăн тĕслĕ, йĕри-тавра йăрăмланă геральдика щичĕ çинчи ỹкерчĕк. Геральдика щитне икĕ пая уйăрнă: аялти пайĕ Чăваш çĕршывне пĕлтерет. Ăна чăвашсен авалхи "Виçĕ хĕвел" эмблемипе тăрăланă.
Щита ылтăнпа илемлетнĕ тĕксĕм хĕрлĕ хăюпа çавăрса илнĕ. Хăю çине ылтăн саспаллисемпе "Чăваш Республики - Чувашская Республика" тесе çырнă, лента вĕçĕнче хăмла ỹкерсе хунă. Геральдика щичĕн тĕпĕ Чăваш çĕрне пĕлтерет.
ЧР гербĕпе ялавĕн авторĕ - Элли Михайлович Юрьев.
Чăваш Республикин гимнĕ - "Тăван çĕршыв" юрă. Унăн авторĕ - РФ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ деятелĕ Герман Лебедев. Сăмахĕсене СССР Писателĕсен союзĕн членĕ Илья Тукташ çырнă.
Патшалăх гимнĕ сăнарсен виçĕ çаврăмне пĕлтерет: çĕнĕ пурнăç чечекленĕвĕ, тăвансем, ашшĕ, амăшĕ, ачасем - çемье тăрăмĕ, Чăваш Республикинче пурăнакан мĕнпур тăвансем хушшинчи килĕшỹ.
Патшалăхăн наци символĕсене кашни çыннăн хисеплемелле. Унта халăхăмăрăн историйĕ, йăли-йĕрки, хальхи пурнăçĕ, пуласлăхĕ.
Тăван çĕршыв
Çурхи тĕнче вăраннă чух,
Хаваслă кун шăраннă чух,
Чун савăнать: чĕре сикет,
Çĕршывăм çинчен юрлас килет.
Хушса юрламалли:
Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Асран кайми
Юратнă çĕршыв.
Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Мухтав сана,
Çуралнă çĕршыв!
Яшсем-хĕрсем вылянă чух,
Атте-анне ăс панă чух,
Чун савăнать: чĕре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.
Хушса юрламалли:
Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,
Чăваш тĕнчи çĕкленнĕ чух,
Чун савăнать: чĕре сикет,
Татах та хастар пулас килет.
Хушса юрламалли.