Апрелĕн 28-мĕшĕнче кашни çулах Ĕçлев сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Тĕрĕссипе вара ĕçлев сыхлавĕ пурнăçра яланах тимлĕхре пулмалли ыйту.
Конституципе килĕшỹллĕн çынна хăрушсăр ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле, ĕç условийĕсем саккун шайĕнче пулмалла. Анчах çакă пур чухне те кирлĕ шайра пулса пымасть. Ĕçлев сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн следстви управленийĕ ĕçлекен çын производствăра сусăрланнипе 2015 çулта тата кăçалхи çак тапхăрта пуçарнă уголовлă ĕçсене тишкерчĕ. Иртнĕ çул çынсем производствăра сиенленнĕ пирки следовательсем республикăра 16 уголовлă ĕç пуçарнă, 8-шĕнче çыннăн кун-çулĕ татăлнă. Кăçалхи çак тапхăрта та çавăн пек 3 тĕслĕх пулнă, 2-че çыннăн пурнăçĕ татăлнă.
2015 çулта тата кăçал производствăра сусăрланнă тĕслĕхсем чылай хулапа районсенче пулнă, асăнтăмăр ĕнтĕ, уголовлă ĕçсем те пуçарма тивнĕ.
Следстви практики çакна кăтартса парать: производствăра сиенленесси чылай чухне ертỹçĕ тимлĕхĕ çителĕксĕр пулнипе, хăрушсăр, тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса пама тăрăшманнипе, яваплă çынсем ĕçлекене асăрхаса çитерменнипе çыхăннă. Чылай çĕрте юсавсăр техникăпа е оборудованипе ĕçлеççĕ, ĕç вырăнĕ хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермест, ĕçлев хăрушсăрлăхĕпе инструктаж ирттермеççĕ, эрех-сăра ĕçнĕ çынна ĕçе явăçтараççĕ тата ытти те.
Асăннă çитменлĕхсем пурне те шухăшлаттарма тивĕç. Асăрханмасан, çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшмасан, инкек ура пуçĕнчех. Сăмахран, эрех ĕçнине пула производствăра çулленех инкексем пулаççĕ. Вăрнар районĕнче, тĕслĕхрен, эрех ĕçнĕ 37 çулхи арçын тырă нỹрĕклĕхне палăртнă чухне кĕсйинчен тухса ỹкнĕ сотовăй телефонне тырă типĕтекен участокри бункера илме аннă та ун çине тыррăн пысăк масси ишĕлсе аннă пирки сывлайми пулса çавăнтах вилсе кайнă. Тепĕр тĕслĕхре те çыннăн кун-çулĕ татăлнă: асфальт хуракан техника юсавсăррине пула тягач çине тиеме тăнă чухне каялла кайнине пула 44 çулхи хĕрарăма пусарса вĕлернĕ. Шупашкар районĕнче те ялхуçалăх предприятийĕнче тракторпа ĕçлекен урасăр тăрса юлнă. Ăна хăрушсăрлăх техникин правилисене те вĕрентмен пулнă. Кунашкал синкерлĕ тĕслĕхсене тата та илсе кăтартма пулать. Производствăра сиенленнĕ, сусăрланнă тĕслĕхсем сахал мар-ха. Çын кун-çулĕ татăлать е ĕмĕрлĕх суранланса юлать. Çавăнпа та ĕç вырăнĕнче сыхлăх, асăрханулăх, йĕркелĕх питĕ кирлĕ.
А.ЖУРИН, районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕн ертỹçи, юстици подполковникĕ.