Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çамрăк армеецсен вăййисем пулаççĕ

Район администрацийĕнче тунтикун лару иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă.

Ларура АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов çурхи уй-хирте ĕçсем мĕнле пынă пирки тухса калаçнă.

-Майăн 19-21-мĕшĕсенче районта çамрăк армеецсен "Зарницăпа" "Орленок" вăййисене йĕркелеççĕ. Тăваттăмĕшсем майăн 17-мĕшĕнче - математикăпа, майăн 19-мĕшĕнче хупăрлакан тĕнче (окружающий мир) предметпа Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем çыраççĕ, - терĕ вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов.

Полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Владимир Федоров, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци ертỹçи Александр Шакин, "Аль" спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов тухса калаçнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ответлă çынсене тĕрлĕ сĕнỹсем панă.

Н.ФЕДОРОВА.