Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ĕмĕр мухтав паттăрсене

Çĕнĕ Пуянкасси каччин вунçиччĕрех вăрçа тухса кайма лекнĕ.

Çапла вăл 1943 çулта Пенза облаçĕнчи пĕр станцинче 83,234 запасри полкра тăнă. Тăхăр уйăх иртнĕ хыççăн вĕсене Львоври гражданла аэрофлота куçарнă, 42-мĕш артиллери полкĕнче пĕр çул службăра пулнă. Тăван яла 1947 çулхи июль уйăхĕнче таврăннă та колхозра ĕçлеме пуçланă. Лашасемпе, вăкăрсемпе тырă турттарнă, бригадăра, фермăра, платникре вăй хунă. Каярахпа Тăвайĕнчи СМУра столярта тăрăшнă. Ялти культура çуртне тума хутшăннă. Пенсие тухсан та ĕçлеме пăрахман. Хастарлăхшăн Геннадий Михайлович Михайлов хаклă парнесем, Хисеп хучĕсем илме тивĕç пулнă.

Мăшăрĕпе 7 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те икĕ ывăлĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Икĕ çул каялла мăшăрĕ те çĕре кĕчĕ. Хальхи вăхăтра Геннадий Михайловича ачисем пăхса тăраççĕ. Пирĕн хушăмăрта çак инкек - хăрушă вăрçа чăтса ирттернĕ çынсем сахалланнăçемĕн сахалланса пыраççĕ. Вăл ялта юлнă пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ. Çĕнтерỹ манăçа тухман: пирĕн асра, пирĕн чĕрере. Ĕмĕр мухтав вăрçă паттăрĕсене!

С.КОНСТАНТИНОВА, библиотекарь.

Кивĕ Пуянкасси ялĕ.