Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вĕсем вулакансемсĕр пурăнаймаççĕ

Нумаях пулмасть районти "Централизациленĕ библиотека системи" культура учрежденине çул тытрăм. А.Охотникова директор пĕчĕк ачапа отпускра пулнă вăхăтра, асăннă çăмăл мар ĕçе вăхăтлăха В.Павлова шанса панă. Эпир пынă чухне вĕсем пĕр сĕтел хушшинче тĕрлĕ ыйту сỹтсе яватчĕç.

-Ĕнер Раççейре славян культурипе çырулăх кунне ирттерчĕç. Мефодийпе Кирилл çветтуйсене асăннипе пĕр килет ку уяв. Ялсенчи библиотекăсенче калаçусем йĕркелерĕç ун пирки, - пĕлтерчĕ ĕçтешĕсене Тăвайри библиотекăра чылайранпа тăрăшакан Н.Соколова библиотекарь.

Пирĕн районта библиотека 1935 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă, кĕнеке фончĕ 2084 экземпляр пулнă, пурĕ 1782 кĕнеке панă, 182 çын вулама çỹренĕ. Малтан библиотекăра пĕр çын кăна ĕçленĕ. №Танлаштарма: 2015 çулхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне учрежденин кĕнеке фончĕ 183 пин те 205 экземпляра çитнĕ. 266836 хут кĕнеке панă, 12674 вулакан шутланать, вĕсем библиотекăсене 138506 хут пынă. "Централизациленĕ библиотекăсен системи" культура учрежденийĕнче пурĕ 24 специалист тăрăшать, вунçиччĕшĕ аслă пĕлỹллĕ, ятарлă аслă пĕлỹллисем - 5.

-Библиотекарь - малашлăх профессийĕ. Çĕнĕ литература валли заказ парать вăл, кайран йышăнать вĕсене, кĕнекесене каталога кĕртет тата ытти те. Библиотека ĕçне планлать, менеджментпа маркетинг ыйтăвĕсене татса парать, ытти библиотекăсемпе туслă çыхăну тытать вулавăшра ĕçлекен. Вĕсем Интернета аван тухаççĕ. Библиотека технологийĕпе программисен ĕçĕ пулăшнипе сайт е шырав системи кун çути курать. Библиотекарь çынсен пĕлĕвне аталантарма пулăшать, паянхи кунпа тан утать, культура пуянлăхне упрать, хăйĕн ĕçне яланах аван туса пырать, юратать. Пурте маттур эсир, районти библиотекарьсене профессиллĕ уявпа саламлатăп, ĕçре ăнăçусем сунатăп", - çакнашкал ăшă сăмахсемпе вĕçлерĕ калаçăвне Владислав Юрьевич Павлов.

Централизациленĕ библиотекăсен системин пĕрремĕш директорне Нина Игнатьевана, нумай çул ялсенчи вулавăшсенче тăрăшнă Е.Чернована, Л.Совинана, А.Табаевана, Ю.Васильевана, Л.Егорована, Е.Смирнована, Е.Васильевана, Л.Васильевана, В.Гурьевана, Т.Петрована ырăпа асăнчĕç ĕçтешĕсем.

Л.Андреева (Тăрмăш), З.Мижеева (Енĕш Нăрваш), Н.Камасева (Тушкил), Г.Полячихина (Мучар), Н.Уськинапа Г.Тимофеева (ача-пăча библиотеки), А.Андреева, Н.Соколова, В.Родина, Л.Данилова, Л.Григорьева (тĕп библиотека) вулакансемсĕр, пĕлỹ çăлкуçĕсĕр пурăнаймаççĕ тесен те йăнăш мар. Районти библиотекăсене çĕнĕ хаçат-журналлă пулма çуллен "АККОНД" обществăн генеральнăй директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов пулăшнине палăртрĕç вулавăшсенче тăрăшакансем.

Кĕнеке çыннăн пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унта халăх пурнăçĕ, историйĕ, ăс-хакăлĕ упранать.

Паянхи кун библиотекăсенче вăй хуракансем Тăвай енри кашни çынна мĕнлерех тема кăмăла кайнине лайăх ăнланаççĕ, вĕсен ăс-тăнне еплерех информаци кирлине пĕлеççĕ, вулакансемпе ăшшăн калаçаççĕ.

А.НИКИТИНА.

Сăн ỹкерчĕкре: Тăвайри "Централизациленĕ библиотека системи" культура учрежденийĕнче.

Сăн ỹкерчĕкĕ авторăн.