Çак çула ĕç çыннине халалланăран та пулĕ ялта ырми-канми вăй хурса ĕçлекенсем пирки калаçас та, çырас та килет.
Акă кăçалхи акатуйра районти комисси ял хуçалăх культурисен калчисен пахалăхĕшĕн "Дружба" ял хуçалăх производство кооперативне II степеньлĕ диплом парса чысланă. Çурхи ака-сухара механизаторсем, ытти çĕр ĕçлекенсем пайтах тăрăшнă çакăншăн. Вĕсемпе пĕрлех унта ЯХПК ертỹçин Иван Васильевич Зубовăн тỹпи те пĕчĕк мар. Вăл ырă кăмăллă, тăрăшуллă, пурне те тарават çын, хăйĕн ĕçне питĕ кăмăллать, çавăнпа та хуçалăх малалла та малалла кайса пытăр тесе ырми-канми ĕçлет.
Ферма ĕçченĕсем те хăйсен ĕçне парăннă çынсем, пурте тăрăшуллă. 6 доярка сăвать ĕнесене. Любовь Михайловна Николаева, Татьяна Павловна Машенькина, Клавдия Михайловна Баранова, Валентина Ивановна Сергеева, Наталия Николаевна Баранова, Наталия Валерьевна Баранова. Каларăм ĕнтĕ, улттăшĕ те питĕ сатур. Кăçалхи пилĕк уйăхра вĕсем кашни ĕнерен вăтамран 2874-шар килограмм, пурĕ вара 3621 центнер сĕт суса илнĕ.
Тасалăхпа та палăрса тăраççĕ: сĕт пахалăхĕпе - пĕрре, ферма территорине тирпейлесе тăрассипе - тепре. Çапла акă ферма территорине пырса кĕнĕ çĕрте тап-таса, тислĕке çуркунне уя турттарса кăларнă. Ĕне витинче те таса, тỹрех паллă кунта питĕ ĕçчен те тарават хĕрарăмсем ĕçлени. Иртен пуçласа каçчен тăрăшаççĕ вĕсем хăйсене шанса панă производствăра. Кашни çулах ферма ĕçченĕсене дипломсемпе грамотăсем парса чыс тăваççĕ. Кăçалхи акатуйра Наталия Валерьевна Баранована районăн Хисеп грамотине парса чысларĕç. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене çăмăл мар ĕçĕнче хавхалантарас тесе эпир те, Кĕршери культура ĕçченĕсем, праçниксенче вĕсем патне пĕчĕк концертсемпе çитсе килетпĕр.
Ĕне сăвакансем пирки маларах асăнтăмăр-ха ĕнтĕ. Пăру пăхакансене те манса хăварас килмет. Вĕсем - Татьяна Николаевна Калашникова, Полина Николаевна Терешина, Вера Валерьевна Герасимова. Ытла та ĕçчен-çке-ха вĕсем. И.Зубов тăрăшнипе пĕчĕк пăрусем валли меллĕ пăру вити янтăланă, картишсене те çĕнетнĕ. Пăрусем талăкра вăтамран ултçĕр грама яхăн хушăнса пынă.
Çакă та лайăх: ферма ĕçченĕсем пурте çемьеллĕ - ачи-пăчисемпе, куç тулли мăнукĕсемпе хавхаланса пурăнаççĕ, кĕçĕннисем аслисенчен çамрăклах ĕç майĕсене хăнăхса ỹсеççĕ.
Н.БАРАНОВА,
Кĕршери культура çурчĕн администраторĕ.