Иван Алексеевич Алексеев 1936 çулта июлĕн 6-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан службăна кайнă. 1958 çулта яла таврăнса, Канашри вакунсем юсакан заводра, ун хыççăн Магнитогорскри металлурги комбинатĕнче ĕçленĕ.
1960-1965 çулсенче Челябинск облаçĕнчи Троицк хулинчи ветеринари институтĕнче вĕреннĕ. Диплом илнĕ çамрăк Вăрмар районĕнчи "Россия" совхозра тĕп ветеринари врачĕнче, унтан виçĕ çул Тăвайри ветеринари станцийĕнче тĕп врачра тăрăшнă.
1971 çулта пултаруллă специалиста Троицкри ветеринари институчĕ аспирантурăна вĕренме чĕнсе илнĕ. Унта виçĕ çул вĕреннĕ. 1974 çулта Харьковри зооветеринари институтĕнче диссертаци хỹтĕленĕ, ветеринари наукисен кандидачĕн ученăй степеньне илнĕ.
Ветеринари станцийĕнче ĕçленĕ вăхăтра Иван Алексеевича Тăвайри "Советская Россия" колхоз председательне суйланă, унта вăл 1974-1977 çулсенче ĕçленĕ. Пĕр хушă КПСС Тăвай райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулнă. Раççей Федерацийĕн Горькири хура тăпраллă мар зонăри наука ветеринари институчĕн филиалĕ Шупашкарта вырнаçнă. Иван Алексеевича унăн директорĕ пулма шаннă (1978-1983 çулсенче). Пирĕн ентеш Вăрнарти совхоз-техникум директорĕнче, Мордва патшалăх университечĕн ветеринари факультетĕнче доцентра, деканра ĕçленĕ. 1992-1994 çулсенче - Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх управленийĕн начальникĕ. Унтан виçĕ çул Çĕрпỹри ялхуçалăх управленийĕн начальникĕнче тăрăшнă. 1997 çулта Чăваш ял хуçалăх академийĕнче зоогигиенăн морфологипе физиологи кафедринче ĕçлеме пуçланă. Иван Алексеевич 80 наука статйи пичетленĕ.
Н.СОКОЛОВА, Л.ГРИГОРЬЕВА,
библиотекарьсем.