Районта инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе, Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче 200 пуç пăру вырнаçмалăх вите тăваççĕ. проект хакĕ 21 миллион тенкĕ.
Кăçал ултă уйăхра 584 пуç мăйракаллă шултра выльăх çитĕнет Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче, çав шутра - 175 ĕне. Пĕр ĕне пуçне 3863 килограмм сунă, 100 ĕне пуçне 93,3 пуç пăру илнĕ. Нумай çул ỹсекен курăкран 300 тонна утă хатĕрленĕ, çут çанталăк условийĕсем сенаж хывма пуçлассине чарса тăраççĕ.
А.ИВАНОВА.