"Дружба" ЯХПКра выльăх-чĕрлĕх пăхакансен канашлăвĕ пулчĕ. Унта кăçалхи иккĕмĕш кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухрĕç.
Пухăва АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов уçрĕ.
Малтанхи ыйтупа АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Елена Михайлова тухса калаçрĕ.
Районти пур йышши хуçалăхра 8075 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ. Çав шутран 3353-шĕ ĕне. Ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх 3289 пуç шутланать, вĕсенчен 1395-шне сăваççĕ.
Хресчен фермер хуçалăхĕсенче, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 116 пуç хушăннă _ 1602 пуç. Ĕнесен йышĕ 42 пуç нумайланнă, пурĕ 664 пуç мăйракаллă шултра выльăх вĕсенче.
Тăвай енри пур йышши хуçалăхра аш-какай чĕрĕ виçепе 1375,8 тоннăна çитнĕ. Пур йышши хуçалăхра сĕт пĕтĕмĕшле 10651,1 тонна туса илнĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче - 4117,3 тонна. Ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр ĕне пуçне сĕт суса илесси кăçал 2936 килогрампа танлашнă, пĕлтĕр - 2577 килограмм пулнă. Пĕр ĕне пуçне сĕт суса илессипе "Акконд-агро фирма" общество малта пырать, 3265 килограмм (2015 çулта - 3004 килограмм). Ăратлă выльăхсен йышĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче 47,2 процентпа танлашать, çав шутра ĕнесем 52,5 процент.
Районти выльăх пăхакансем çĕр ĕнерен 60,3 пуç пăру илнĕ.
Тăвай енри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Александр Шакин тухса калаçнă ларура. Александр Валерьевич специалистсене выльăхсен пỹлĕмĕсене тасатса шуратма тата апат пахалăхне тĕрĕслеттерсех тăма сĕннĕ.
"Акконд-агро фирма" общество, "Чутеевский", "Дружба", "Красная Чувашия" ЯХПКсем, Грачев хресчен фермер хуçалăхĕ тĕрлĕ номинацинчи çитĕнỹсемшĕн Дипломсем илнĕ.
Кĕршери культура çуртĕнче тăрăшакансен пултарулăхĕпе кăмăлласах паллашрĕç выльăх пăхакансем.
Е.АЛЕКСАНДРОВА.