Августăн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Резников Тăвай тăрăхĕнче çул-йĕр ĕçĕсем тăвасси епле пулса пынипе интересленнĕ. Унпа пĕрле районти автоçулсем çинче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тата ыттисем çỹренĕ.
Михаил Резников тĕп юсав ыйтакан Тăвай-Тушкил-Вăрмар, Тăвай-Чутей-Кайпăç тата Тăвай-Элпуç-Нỹшкасси енчи çулсене тишкернĕ. Тăвай-Канаш автомобиль çулĕ çинче Тăм шывĕ урлă хывакан кĕпере тунă çĕрте те пулнă.
Тăвай районĕн территорийĕнче пурте усă куракан автомобиль çулĕсен тăршшĕ 318,664 километрпа танлашать, çав шутран - республика пĕлтерĕшлисем - 42,945 км, район çулĕсем _ 104,194 км, ял тăрăхĕсен çулĕсем - 171,525 км. Районта пурĕ пĕрле 506,00 погонлă метр тăршшĕ 16 кĕперпе усă кураççĕ. Регион пĕлтерĕшлĕ çулсене "СтройТЕК" ООО, район пĕлтерĕшлисене А.Н.Макаров ХФХ, ял тăрăхĕсен çулĕсене уйрăм ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем, индивидуальнăй предпринимательсем пăхса тăраççĕ.
ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерствине Тăвай районĕн администрацийĕ çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлама Чăваш Республикин бюджетĕнчен Тăвай районĕн бюджетне субсидисемпе тивĕçтерес пирки 2016 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче 1Ỹ21 №-лĕ Килĕшỹ тунă пулнă.
Министр укçа-тенкĕне мĕнле тăкакланине, унпа тĕллевлĕ усă курнине тата çулсем çинчи ĕçсене тишкернĕ.
Михаил Резников Тăвай районĕнчи çул-йĕр хуçалăхĕн сферинче ĕçсен пысăк калăпăшне пурнăçлассине палăртнă, подрядчиксен строительствăпа юсав ĕçĕсен пахалăхне тăтăшах тĕрĕслесе тăма кирлине, автомобиль çулĕсем хăрушсăрлăхпа тивĕçтермеллине, шăтăк-путăклă пулмалла маррине, вĕсене йĕркене кĕртес ыйтупа ĕçлемеллине кăтартса панă.