Тăвайри Ленин проспектĕнчи 54-мĕш номерлĕ виçĕ хутлă нумай хваттерлĕ çурта 1997 çулта ĕçе кĕртнĕ. Юлашки çулсенче çурт тăрринчен шыв кайма тытăннипе кăмăлсăрланнă кунти хваттерсенче пурăнакансем. Пĕрре çеç мар юсанă-ха çурт çивиттине, анчах пĕтĕмпех улăштарма укçа çитереймен.
Çурт хуçисен пĕрлехи пухăвĕнче кăçал çурт çивиттине тĕпрен юсама йышăннă. Çурт хуçисен укçи-тенкипе çивиттине витмелли материалăн пĕр пайне туяннă, ытти ĕçсемпе тăкаксем "Янтиковская" УК" ООО шучĕпе пулĕç. Çурт тăрринче ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Иван Петров, Станислав Алексеев (сăн ỹкерчĕкре), Сергей Петров слесарьсем тăрăшаççĕ унта.
И.ПЕТРОВ.