Куславккара хула кунĕнче иртнĕ "Янăра хуткупăс, янăра такмак" фестиваль-конкурса Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулнă Петр Шоркин купăсçăна халалланă. Ун ячĕпе çав кун палăк уçнă. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 39 юрăçпа коллектив паллаштарнă хăйсен пултарулăхĕпе. Тушкилти культура çурчĕ çумĕнчи "Сурпан" фольклор ушкăнĕнчи Ольга Сергеева, Людмила Камасева, Надежда Камасева, Фрида Никитина, Алевтина Матвеева, Наталья Георгиева такмаксене хавхалануллăн юрласа куракансене те, жюрисене те тыткăнларĕç. I степеньлĕ Дипломпа çĕнтерỹçĕ призне çĕнсе илчĕç. Сăмах май, такмакĕсене çыраканĕ çак ялта çуралса ỹснĕ Ольга Савандеева. 61 çула çитсе çĕре кĕнĕ виçĕ кĕнеке авторĕ. Çак кунсенче Тушкилти çыравçă 95 çул тултарнине анлăн паллă тунине хаçатра çырнăччĕ те ĕнтĕ.
2009 çулта йĕркеленнĕ фольклор ушкăнĕ республикипех паллă. Июль уйăхĕн вĕçĕнче кăна Çĕрпỹре иртнĕ "Туслăх кăшăлĕ" фестивальте те 13 коллектив хушшинче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнма пултарчĕ.
Р.ШУМОВА.