ЧР транспорт министрĕ Михаил Резников (сăн ỹкерчĕкре) иртнĕ эрнере Тăвай районĕн 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетнине тата умри задачăсене халалланă канашлăва хутшăннă, сăмах каланă. "Районăн экономикине аталантарма чи малтанах лайăх çулсем кирлĕ. Министерство умĕнче вара республика пĕлтерĕшлĕ тата регионсем хушшинчи çулсем тăвас тата вĕсене пăхса тăрас задача кăна мар, ялсенчи çулсене пысăк тимлĕх уйăрас тĕллев те тăрать",- тенĕ министр. _Тăвай районĕнчи çул хуçалăхне çĕнетме тата пăхса тăма кăçал Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен 111 млн та 422 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.
Тăвай районĕнче тума пуçланă пур çула та, 2016 çулта вĕçлемеллисене, кăçал туса пĕтеретпĕр. Ку ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакан, хăйсене лайăх енчен кăтартса панă подрядлă организацисем ĕçлеççĕ. Регион пĕл-терĕшлĕ "Аниш" автомобиль çулĕ çинчи Тăм шывĕ урлă хывакан кĕпере реконструкци тунă çĕрте те ĕçсем аван пыраççĕ",- тенĕ министр.
Пурте усă куракан регион пĕлтерĕшлĕ "Аниш" автомобиль çулĕ пилĕк районпа - Вăрмар, Тăвай, Канаш, Йĕпреç тата Улатăр районĕсемпе - иртет, пурĕ 160, 730 километра тăсăлать, "Чăвашупрдор" КУ тытса тăрать. ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн "Аниш" автоçула юсама 2016 çулта 36 млн. та 588 пин тенкĕ уйăрнă. "Воддорстрой" ООО подрядлă организаци контрактпа килĕшỹллĕн çула çĕнетес ĕçсене кăçалхи август уйăхĕнче вĕçлет.
Тăвай районĕнче халĕ çул çинчи ĕçсем подрядчиксен пуçарулăхĕнчен нумай килеççĕ. Конкурссемпе проектсем ирттернипе перекетленĕ укçа-тенкĕ шутĕнчен виçĕ района 15 млн. тенкĕ хушма укçа уйăрса панă. Кăçал çакă та юлашки цифра мар тесе шутлатăп, уйăрса панине ĕçе кĕртме ĕлкĕрсен, татах паратпăр,- хавхалантарнă ЧР транспорт министерствин ертỹçи.
Çулталăк вĕçлениччен районта 9 автоçул тăвассине вĕçлеме тăрăшаççĕ. Августра Чутей ял тăрăхĕнче 0,8 км тăршшĕ çул тума тытăннă. Ăна палăртнă срокра вĕçлесси пысăк тимлĕхре пулĕ.