Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вĕренỹ туризмне аталантарса

"...Туризма аталантарни мĕнпур шайри влаç органĕсемшĕн, экономикăн чăн секторĕпе пулăшу ĕçĕсен сферишĕн: хăна çурчĕсемшĕн, туризм тата реклама компанийĕсемшĕн, санаторисемпе обществăлла апатлану предприятийĕсемшĕн, массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн, çавăн пекех республикăра пурăнакан тĕрлĕ професси çыннисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ачасен вĕренỹ туризмĕн программине Чăваш Ен чи малтан хутшăннă регионсен шутĕнче. 2015 çулта истори тата культура еткерĕн объекчĕсемпе 45 пин ытла ача паллашнă".

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Тăвайри ачасемпе яшсен центрĕ вĕренỹ туризмне аталантарассипе çыхăннă республикăри конкурса хутшăнса ЧР Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ. Педагогсен республикăри конференцийĕнче çакна çирĕплетекен свидетельствăна Михаил Игнатьев Центр ертỹçине Лина Гуринана (сăн ỹкерчĕкре) панă.

-Тăвайри хушма пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕ гранта тивĕçнĕ 20 коллектив хушшинче пулни пысăк çитĕнỹ,- терĕ Лина Павловна. Вăл проекта хатĕрлеме хутшăннă Марина Юрьевна Игнатьева методиста ырăпа асăнса хăварчĕ. Грант çĕнсе илни районти шкулсемшĕн чăннипех те пысăк парне.

Проект тĕллевĕ - вĕренỹ системине çĕнĕ технологипе пуянлатса пырасси. Вĕренỹ туризмне аталантармалли программăна пурнăçлама ятарлă маршрутсем хатĕрленине пĕлтерчĕ вăл. Грант укçипе ачасене тỹлевсĕр çул çỹреве илсе тухма палăртнă. Районти музейсемпе, ытти паллă вырăнсемпе паллашĕç. Тутар республикине, Ульяновск облаçне, ытти хуласене экскурсисем, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Çул çỹрев вăхăтĕнче вырăнти йăла-йĕркесемпе кăсăкланĕç, вĕсене сыхласа хăварассипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухĕç. Вĕренỹ туризмне аталантармалли çĕнĕ проект ачасен ăс-тăнне ỹстерме, тавракурăмне анлăлатма пулăшĕ.

Р.ШУМОВА.