Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ял хуçалăх ĕçченĕсен çитĕнĕвĕ

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне пирĕн çĕршывра Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе 1999 çултанпа паллă тăваççĕ. Çак тĕллевпе кăçал та агропромышленноçра вăй хуракансем октябрĕн 9-мĕшĕнче Мускава хăйсен професси уявне пухăнаççĕ. Унта Чăваш Енри АПК ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ.

Раççей ял хуçалăхĕ юлашки çулсенче уйрăмах курăмлă аталанать. Чи пирваях ăна тырă мĕн чухлĕ туса илнипе хаклаççĕ. Çапла кăçал Раççей Федерацийĕнче юлашки чĕрĕк ĕмĕр хушшинче чи нумай - 112 млн. тонна тырă пухса кĕртнĕ. Анчах çакă кăтарту та юлашки мар, мĕншĕн тесен çĕршывра вырма вĕçленмен-ха.

Пирĕн район ĕçченĕсем те кăçал тырă туса илессипе ăнăçлăрах ĕçленĕ. Малтанхи оперативлă даннăйсем тăрăх, пурĕ 22 пин тонна ытларах тырă пуçтарса кĕртнĕ. Кашни гектар пуçне шутласан, вăтам тухăç 22,5 центнерпа танлашать. "Акконд-агро фирма" обществăн, С.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕн çĕр ĕçĕнчи тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес кăтартăвĕсем уйрăмах сулмаклă. Аккондçăсем кашни гектартан вăтамран 28,4, Илларионов хуçалăхĕ 25 центнер тырă пухса кĕртнĕ. "Акконд-агро фирма" ХАО выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе тата вĕсене вырăнти цехрах тирпейлесе хатĕрлессипе республикăра та пысăк ят-сум илнĕ, малта пыракан ку чухнехи предприятисенчен пĕри шутланать. Асăннă предприятире выльăхсен йышĕ те, вĕсенчен пахалăхлă продукци туса илесси те, сĕт продукчĕсен ассортименчĕ те хушăнса пырать. Районти ытти коллективсем те тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе патшалăх та пулăшать ял ĕçченĕсене. Хастарлă ĕç пысăк тава тивĕç.

Агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

И.ГЛАДКОВ.