Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Куçса çỹрекен кубок - Тăвай командинче

Районта 35 çулхи тата унтан аслăрах ветерансем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртнĕ. "Янтиково", "Тюмерево", "Турмыши-Буяново" командăсем (сăн ỹкерчĕкре) тĕл пулнă "Аль" физкультурăпа спорт комплексĕнче.

Малтанах тăрмăшсемпе пуянкассисен пĕрлештернĕ команди тăвайсемпе тĕл пулнă. Юлашкисем 1:8 шутпа выляса илнĕ. Иккĕмĕш вăйă "Тюмерево" тата "Янтиково" футболисчĕсем хушшинче иртнĕ. Кунта та ăнăçу тăвайсем енче пулнă (1:4). Виççĕмĕш тупăшу пуянкассисемпе тăрмăшсем тĕмерсене выляса янипе вĕçленнĕ.

Турнир çĕнтерỹçи "Янтиково" команда куçса çỹрекен кубока çĕнсе илнĕ. "Тюмерево" ветеранĕсем иккĕмĕш вырăна юлнă, виççĕмĕшĕнче - "Турмыши-Буяново" команда.

Юлашкинчен чи лайăх вылякансене палăртнă. Георгий Иванов (Тăвай) - "Чи лайăх тапăнакан", Валерий Краснов (Тĕмер) - "Чи лайăх вратарь", Алексей Потапов (Пуянкасси-Тăрмăш) "Чи лайăх хỹтĕлекен" ятсене тивĕçнĕ.

Çакăн пек ăмăртусем районта футбол вăййине анлăрах сарма май параççĕ, ветерансен тĕслĕхĕпе çамрăксене командăпа выляс ăсталăха ỹстереççĕ.

О.АНАТОЛЬЕВ.