Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Фермер хуçалăхĕнчи харсăр хĕрарăмсем

Кармалти Валерий Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче кăçалхи 10 уйăхра 1049 тонна сĕт туса илнĕ. Çак тапхăрта вăтам сăвăм пĕр ĕне пуçне 6030 килогрампа танлашнă. Ку кăтарту районта чи пысăкки. Тăвай енри чи пултаруллă доярка та Грачев фермер хуçалăхĕнчен - Марина Евдокимовна Никитина. Çемйинче виçĕ ача çитĕнет, вĕсенчен асли кăна шкул çулне çитнĕ.

Алина Анатольевна Юзукова сĕт-çу фермин заведующийĕ те, лаборантка та. Фермăри кирек мĕнле ĕçе те пултарать. Ертсе пырас пултарулăхĕ пысăк унăн. Икĕ ача амăшĕ вăл.

Çитес хĕл кунĕсенче выльăхсен йышне сыхласа хăварас, продуктивлăха ỹстерес тĕллевпе тăрăшаççĕ кунти ĕçченсем. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышне чакарман. Пĕлтĕрхи 10 уйăхрипе танлаштарсан, пăрусен йышĕ тата 100 пуç хушăннă. Сăвакан ĕнесен шучĕ 30 ỹснĕ, 180 пуçа çитнĕ.

А.Юзуковапа М.Никитинана ял хуçалăх ĕçченĕсен районти уявĕнче парнесем парса хавхалантарнă.

Е.МИХАЙЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Алина Юзукова ферма заведующипе (сылтăмри) Марина Никитина ĕне сăвакан оператор.