Чăваш Енре кашни уйăхрах Пĕрлехи информаци кунĕ пулать. Чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртрĕ хальхинче асăннă мероприяти. Унта çак темăсене сỹтсе яврĕç:
-Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планланă 2018 çулпа 2019 çулхи республика бюджечĕн проекчĕ;
-уй-хир ĕçĕсене туса ирттернин итогĕсем;
-2016 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăха йышăнмалли куна ирттересси çинчен;
-Пĕтĕм Раççейри ачасен прависене хỹтĕлемелли кун ноябрĕн 18-мĕшĕнче пулмалла.
Пĕрлехи информаци кунне йĕркелеме пирĕн района культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Иван Архипов, "Чăвашçăкăрпродукт" УАО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ, "Шупашкар элеваторĕ" филиал директорĕ Александр Дмитриев, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Валерий Николаев килсе çитрĕç.
Малтан вĕсем район администрацийĕнче ĕçлекенсемпе калаçу пуçарчĕç.
Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшне илес пулсан, вăл 2016 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 34338,8 миллион тенкĕ пулнă е иртнĕ çулхи çак тапхăртин 105,1 проценчĕпе танлашнă, çав шутран хамăр туса илнĕ (налук тата налук маар) тупăшсем - 23181,35 миллион тенкĕ е пĕлтĕрхинчен 10,4 процент пысăкрах.
Бюджет тăкакĕсем - 25954,7 миллион тенкĕ (çулталăкри планпа пăхнин 62,6 проценчĕ). Çак шутран социаллă политика нушисемпе 5450,6 миллион тенкĕ вĕренỹпе 7588,8 миллион, наци экономикипе 4361,5 тенкĕ усă курнă.
Чăваш Республики социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче промышленноç тата ял хуçалăх производствин калăпăшĕ, ĕç укçин номиналлă хакĕ ỹснипе, ĕç рынокĕнчи стабильлĕхпе палăрса тăрать.
Чăваш Ен бюджечĕн проектĕнче тупăш пайĕ 2017 çулта 35,1 миллиард тенкĕпе (кăçалхи шайăн 85,7 проценчĕпе) танлашассине палăртнă, 2018 çулта - 35,8 миллиард тенкĕ, 2019 çулта - 36,4 миллиард тенкĕ. Хамăр тупăшсен виçи - 25,4 миллиард тенкĕ (кăçалхипе танлаштарсан 0,9 процент пысăкрах), 2018 тата 2019 çулсенче - 25,8 миллиард (ỹсĕм - 1,7 процент) тата 26,8 миллиард тенкĕ (3,9 процент). Налук тупăшĕсен тĕп пайне организацисен усламĕпе вĕсен пурлăхĕ, уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хуракан налуксем, акцизсем йышăнĕç.
2017 çулта федераци бюджетĕнчен 9,7 миллиард тенкĕлĕх тавăрса памалли мар укçа, 2018 çулта - 9,9 миллиард, 2019 çулта 9,6 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă.
Расхут пайĕ пирки калас тăк 2017 çулшăн ăна 35,1 миллиард тенкĕлĕх (кăçалхи шайăн 80,5 процент) çирĕплетме сĕнеççĕ, 2018 çулшăн - 33,7 миллиард тенкĕлĕх, 2019 çулшăн - 36,1 миллиард тенкĕлĕх. Малтанхи пекех, бюджет социаллă тĕллевлĕ пулĕ. 2017 çулта социаллă пурнăçпа культура сфери валли 24671 миллион тенкĕ бюджет расхучĕсен 70,4 процент) уйăрма палăртнă: çав шутран вĕренỹ аталанăвĕ валли - 10295,3 миллион тенкĕ, сывлăх сыхлавĕ валли - 1677,7 миллион тенкĕ, культурăпа массăллă информаци хатĕрĕсем валли - 692,2 миллион тенкĕ, физкультурăпа спорт валли - 699,5 миллион тенкĕ, социаллă политика валли - 11306,3 миллион тенкĕ.
Оперативлă кăтартусене тишкернĕ хыççăн пирĕн районта пурăнакансем те кăçал начар мар ĕçлени палăрать. Пур йышши хуçалăхсем 25,3 пин тонна е пĕлтĕрхи шайăн 130 проценчĕ чухлĕ тырă, 11,6 пин тонна (88 процент) çĕрулми пухса кĕртнĕ. Тырă тухăçĕ пĕр гектар пуçне 22,5 (республикипе 22,9) центнерпа танлашнă, çĕрулми - 230 (республикипе - 178,2) центнер кăларса пухнă.
Кăçал 2017 çулхи тухăçшăн тăрăшса 2620 гектар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă, 4500 гектар çĕртме сухи тунă.
Пĕр условнăй выльăх пуçне 28,9 центнер апат единици хатĕрленĕ. Прогрессивлă технологипе хатĕрлени апат пахалăхне тата упранаслăхне палăрмаллах ỹстерет.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ỹсĕмсем аван. Районти пур йышши хуçалăхра 16,0 пин тонна (пĕлтĕрхи çак тапхăртин 102,5 проценчĕ чухлĕ) сĕт туса илнĕ.
Аш-какай туса илесси пур йышши хуçалăхра чĕрĕ виçепе 2012,8 тоннăпа е иртнĕ çулхин 103,1 проценчĕпе танлашнă.
Кăçал мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ Тăвай енре 3,5 процент хутшăннă, вĕсем халĕ пурĕ 7828 пуç, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче - 3230 пуç (111,6 процент). Ĕнесем 3318 пуç е 2015 çулхин 99,8 проценчĕ чухлĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче - 1411 пуç е 2015 çулхи тăхăр уйăхрин 105,5 проценчĕ чухлĕ.
Тĕрлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе малалла ĕçлеççĕ.
Ял ĕçченĕсен ĕç укçи ỹссе пырать, пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи вĕсен 16041 тенке çитнĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăха декабрĕн 12-мĕшĕнче йышăнассине 2013 çулта йĕркелеме пуçланă. Кăçал ку мероприяти тăваттăмĕш хут пулать. Çав кун пурте хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене ертỹçĕсене пама пултараççĕ.
Информаци кунне пухăннисем районти коммерциллĕ мар организацисем пирки ыйтса пĕлнĕ. Конвертпа ĕç укçи илнĕ тĕслĕхсемпе мĕнле кĕрешни пирки кăсăкланнă тата ытти те.
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Иван Архипов "Тăвайри кооператив", "Тăвай çăкăрĕ" обществăсен коллективĕсен харпăрлăхĕпе тĕплĕн паллашнă, вĕсемпе пĕрлехи информаци кунĕн темисене сỹтсе явнă.
Вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, "Чăвашçăкăрпродукт" УАО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ, "Шупашкар элеваторĕ" филиал директорĕ Александр Дмитриев Тăвайри больницăра ĕçлекенсемпе тата сипленекенсемпе калаçнă. Кунта ĕçкĕçсемпе çирĕпрех кĕрешес ыйтăва хускатнă. Урам тăрăх каçхине ỹсĕр çỹрекенсене урăлтарма, вытрезвитель пỹлĕмĕ ĕçлессине йĕркелеме сĕннĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ - организаципе контроль тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Валерий Чайкин, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Валерий Николаев Тăрмăш ял тăрăхĕнче пурăнакансен кăмăл-туйăмĕпе интересленнĕ. "Ĕç ветеранĕ" ят илмелли условисемпе, çĕр налогĕн çăмăллăхĕсемпе кăсăкланнă ял çыннисем. Вĕсем çине туллин хуравланă информушкăн представителĕсем.
Кăнтăрлахи апат хыççăн Шупашкартан килнисем çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
А.АЛЕКСАНДРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Пĕрлехи информаци кунĕнче.