Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çитес çул - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ

Ураскассинчи Никифоровсен çемйи (сăн ỹкерчĕкре) районта чи сумлисенчен, чи пултаруллисенчен пĕри. Владимир Николаевичпа Алина Николаевна 20 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ, 3 ача пăхса ỹстереççĕ. Аслă хĕрĕ Анжела Шупашкарти педагогика университечĕн студентки, Ольăпа Глеб Элпуç шкулĕнче пĕлỹ пухаççĕ. Никифоровсем виçĕмçул республикăри "Çемье çулталăкĕ" конкурсра "Спортпа туслă çемье" номинацире çĕнтернĕ. Ашшĕпе амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе ачисем те ĕçчен, сăпайлă ỹсеççĕ, пурте спортпа туслă, юрă-ташăра маттур.

Раççейре 2016 çула - Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Раштавăн 13-мĕшĕнче вара Шупашкарти Пăр керменĕнче Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине, Раççейре - Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнине халалланă уяв иртнĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2016 çула Кино искусстви енĕпе çыхăнтарса, ахăртнех, куракан чунне хамăрăн ỹнер хайлавĕсем вăйлăрах витĕм кỹрессе шаннă, тăван кинокультурăна малалла аталантарассине, халăха кинотеатра çỹрессине ырă йăлана кĕртессине тĕпе хунă. Акă хаклă хăна та - Раççей халăх артисчĕ Александр Михайлов ("Любовь и голуби" фильмăн тĕп сăнарĕсенчен пĕрне вылянă артист) та хăйĕн сăмахне çак шухăшпах çыхăнтарнă:

-Раççей кинематографĕн, уйрăмах совет тапхăрĕнчи фильмсен, ырă енĕ - вĕсем чун ăшшине тупни. Астăватăп: "Мужики" фильм кăтартнă хыççăн мĕн чухлĕ çыру килнĕччĕ! Вĕсене вуласа пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрнăччĕ: фильма пăхнă май маларах саланнă 100-е яхăн çемье çĕнĕрен чăмăртаннă! Çакă мар-и искусствăн чăн витĕмĕ? "Любовь и голуби" экран çине тухни 30 çул çитрĕ, ăна пăхса темиçе ăру ỹсрĕ - паян та куракансене килĕшме пăрахмасть вăл.

Паллă артист çитес çул Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулĕ пуласса пĕлсе республика ертỹлĕхĕн шухăшне ырланă.

Ĕç çынни яланах хисепре пулнине çирĕплетме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çула унпа çыхăнтарнă. Çулталăка пĕтĕмлетнĕ май республика ертỹçи çапла каланă:

-Пилĕк авса ĕçлекен çын Тăван çĕршывне юратать, ашшĕ-амăшне хисеплет, ачи-пăчин ырлăх-сывлăхĕшĕн тăрăшать. Хăй суйланă профессипе вун-вун çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен çынсем çитĕнекен ăрушăн пысăк тĕслĕх пулса тăраççĕ. Эпир вĕсемпе мухтанма тивĕç.

Михаил Игнатьев ку хутĕнче те ĕçре пултарулăхпа палăрнă ĕçченсене тĕрлĕ наградăпа чысланă.

-Тĕп хулари чылай кинотеатра çĕнĕ сăн кĕртме май килчĕ. Хăшпĕр район центрĕнче (ун пеккисем хальлĕхе - Канашра, Çĕмĕрлепе Улатăрта) куракана çĕнĕ кинозалсем йышăнма тытăннă. Ку ĕçе малалла тăсăпăр, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Кино çулталăкĕ пирĕн регионшăн та ăнăçлă иртнине палăртса.

Раççейре 2017 çула Экологи çулĕ тесе пĕлтернĕ май Михаил Игнатьев ентешсене çут çанталăк тасалăхĕшĕн кĕрешнипе пĕрлех чунпа та тасалма чĕнсе каланă.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ çинчен пĕлтерни кирек хăш саманара та шутлă. Анчах демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйту патшалăх шайĕнче чи пĕлтерĕшлисен йышĕнче пулнă чухне - пушшех те.

-Асра тытăр: ăруран ăрăва куçакан ăс-хакăл культурине нимĕнле миллиард тенкĕсемпе те мар, атте-анне вĕрентсе-хăнăхтарса пынипе кăна сыхласа хăварăпăр, - тенĕ Михаил Игнатьев Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕн тĕп тĕллевне уçса панă май.