Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекенсем йĕлтĕрпе ăмăртăва хутшăнчĕç. Чи малтанах иккĕмĕшпе виççĕмĕш классенчи арçын ачасем 1 километрлă дистанцие старта тухрĕç. Малти вырăнсене К.Птичкин, Е.Николаев, А.Поликарпов, хĕрачасенчен М.Васильева, А.Матросова, А.Николаева мала тухрĕç. 4-5 классенче вĕренекенсем 2 километрлă дистанцире тупăшрĕç. Арçын ачасенчен Д.Звонарев, И.Петров, К.Яшуткин, хĕрачасенчен А.Симушкина, П.Шакина тата К.Дмитриева чи маттуррисем пулчĕç. Улттăмĕш тата çиччĕмĕш классенче вĕренекенсен йĕлтĕр йĕрĕ тата вăрăмрах пулчĕ, вĕсем 3 километра ăмăртрĕç. Арçын ачасенчен Р.Поликарпов, Д.Николаев, Н.Николаев, хĕрсенчен А.Ялугина, А.Смирнова, Е.Иванова финиша малтисен шутĕнче çитрĕç. 5 километрлă дистанцире тупăшнă 8-9 классенче вĕренекенсенчен А.Алексеев, Д.Семенов, Д.Звонарев тата В.Симушкина, О.Рузавина чи пултаруллисен шутĕнче. Тăвай шкулĕнче вĕренекен М.Шакина пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Студентсем хушшинче Е.Моисеев, Д.Семенов, Д.Степанов пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Мала тухнисене грамотăсем парса чысларĕç.
Хĕллехи сезон уçăлнă ятпа ăмăртусем кал-кал иртрĕç. Йĕлтĕр йĕрĕсене снегоходпа Н.Георгиевпа Н.Алексеев якатса панă. Ăмăртăва спорт шкулĕн тренерĕ В.И.Афанасьев ертсе-йĕркелесе пычĕ.
Р.П.Николаев учитель физкультура урокне те уçă стадионта ирттерчĕ.
В.ЛАВРОВА. Тăрмăш ялĕ.