Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пирĕн республикăра мăшăрлану тата çемье яланах хисепре пулнине палăртнă. "Атте-анне пурри - кил илемĕ" тесе каланă ваттисем. Çакăн пек каларăшпа та усă курнă вăл унта. Çак сăмахсем Çĕнĕ Ишпуçĕнчи Уткинсен çемйине тỹрремĕнех пырса тивеççĕ.
Петр Ильичпа Мария Никитична иртнĕ çул вĕçĕнче пĕрле пурăнма пуçланăранпа 60 çул çитнине уявланă. Районти ЗАГС уйрăмĕнче сумлă çемьене савăнăçлă лару-тăрура саламланă, вырăнти артистсем мăшăра хăйсем кăмăллакан юрăсем парнеленĕ.
Кил пуçне, Петр Ильича, районта нумайăшĕ паллать. Хăйĕн кун-çулне вăрман ĕçĕпе çыхăнтарнă. 30 çул лесникре ĕçленĕ. Мăшăрĕ Мария Никитична 30 çула яхăн ялти клуба тирпейлес ĕçре тимленĕ. Çав вăхăтрах колхоз ĕçĕнчен те юлман. Ыттисемпе пĕрлех хăмла, кăшман пайĕсем илсе, çак ĕçсене ачисене явăçтарса ỹстернĕ.
5 ача пăхса çитĕнтернĕ Уткинсем. Пурне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Мăнукĕсемпе вĕсен ачисен çитĕнĕвĕсемпе те куç тулли савăнаççĕ халĕ. Вĕсем те аслă шкулсенче диплом илнĕ, халĕ вĕренекенсем те пур.
-Тавах аттепе аннене пире тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн. Çуралнă кил пире яланах ăшăпа çупăрлать. Хамăрăн çуралнă кунсене, пĕтĕм уявсене, çав шутра Çĕнĕ çула та, унта паллă тăватпăр, - терĕ Тăвайра пурăнакан ывăлĕ Геннадий Петрович.
Р.ШУМОВА