Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕрçĕсен массăллă ăмăртăвне 60 пине яхăн çын хутшăннă, çав шутра Шупашкарта пурăнакансенчен çеç 14 пине яхăн çын старта тухнă. Спорт уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев савăнăçлă лару-тăрура уçнă.
"Паян пирĕнпе пĕрле пĕтĕм Раççей старта тухать. Эпĕ сире çак праçнике çуллен хăвăрăн ачăрсемпе, тус-юлташăрсемпе, тăван çыннăрсемпе пĕрле хутшăннăшăн тав тăватăп. Пирĕн патшалăх çирĕп сывлăхлă, хастар, пултаруллă, тĕллевлĕ çынсем йĕркелеме тăрăшать. Спорта, сывă пурнăç йĕркине халăх хушшине сарасси анлăн пулса пырать", - тенĕ республика ертỹçи.
Чăваш Ен халăха спортпа физкультура занятийĕсене хутшăнтарассипе Раççейри регионсем хушшинче малтанхи пиллĕкмĕш вырăнта. "Физкультура тата массăллă спорт" енĕпе республика Раççей Федерацийĕнчи 85 субъект хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чăваш Ен спортсменĕсем республикăна тĕнче аренинче тивĕçлĕ кăтартнине те асăннă вăл. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртăва хутшăнакансене пурне те ăнăçлă стартпа финиш суннă Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикинче биатлона, сывă пурнăç йĕркине, çемье пахалăхĕсен йăли-йĕркине аталантарма тỹпе хывнăшăн Михаил Игнатьев Салдимировсен спорт династине Тав хучĕ тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятĕнчен сехет парса чысланă. Ытти наградăсем те панă.
"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртусене уçнă çĕре тата VIP-чупăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн мăшăрĕ Лариса Игнатьева, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хулин администраци пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хутшăннă.
Йĕлтĕр спортне юратакансен командине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн сотрудникĕсен шутĕнчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев ертсе пынă.
Чăваш Республикинче "Раççей йĕлтĕр йĕрне" 2005 çултанпа çуллен пур хулапа районта та ирттереççĕ. Ăмăртăва пур ỹсĕмри çынсем те хутшăнаççĕ, вĕсен йышĕ çуллен ỹссе пырать.
Пĕтĕм Раççейри 35-мĕш "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2017" массăллă ăмăртусем Тăвай районĕнче те хастар иртнĕ. Ăмăртусене сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан пур ỹсĕмри пин çурă ытла çын хутшăннă.
Спорта юратакансене спорт уявĕпе ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева, Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке, район пуçлăхĕ Александр Шакин саламланă. Вĕсем район çыннисене сывă пурнăç йĕркине суйласа илнĕшĕн тав тунă тата пурне те ырă кăмăл-туйăм суннă.
Пирваях старта Тăвай ялĕнчи ача сачĕсен воспитанникĕсем тухнă.
Унтан 2017 метрлă дистанцие VIP-чупу представителĕсем йышăннă. Района ертсе пыракансен тата администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисем хушшинче Валентин Краснов тата Валентина Новикова мала тухнă. Кашни ушкăнрах хăйсен çĕнтерỹçисем палăрнă. Вĕсене савăнăçлă лару-тăрура медальсем, дипломсем, асăнмалăх призсем парса хавхалантарнă.
Ăмăртăва хутшăннисенчен "Чи опытлă участник" номинацире Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнчи Валерий Тимофеев, "Чи çамрăк участник" номинацире Тăвайри "Радуга" ача сачĕн воспитанници Арина Перцева, "Чи туслă çемье" номинацире Элпуç ял тăрăхĕнчи Никифоровсен çемйи палăрнă.
Йĕлтĕрçĕсемпе куракансене пур услови те туса панă. Кашниех вĕри чей ĕçсе ăшăнма пултарнă. "Тăвай ен" вокал ансамблĕ халăха хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă.
"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2017" тăвайсемшĕн чăн-чăн спортпа культура уявĕ пулса тăнă.
И.ИВАНОВ