Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Шкулпа çемье пĕрлĕхĕ

Шкул кашни çемье пурнăçĕнчех çав тери пысăк вырăн йышăнать.

Ирсерен ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкине шкула ăсатса ярать. Пĕлỹ тĕнчине лексе пĕчĕк ача майĕпен ăслă-тăнлă, анлă тавракурăмлă, тĕрлĕ енлĕ пĕлỹллĕ çын пулса ỹсет. Вăл математикăна та, музыкăна та, историе те, литературăна та, техникăна та самаях чухлама тытăнать. Çакă ĕнтĕ вăл, шкулăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ. Анчах шкулта ача пĕлỹ кăна илмест. Унта ăна тăван çĕршыва юратма, тỹрĕ чунлă, ырă кăмăллă, ĕçчен пулма, яваплăхпа тивĕçе туйма, пуçарулăхпа пултарулăха аталантарма та хăнăхтараççĕ.

Çак ĕçĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулнине эпир, вĕрентекенсем, аван ăнланатпăр. Ачасем, çемье, патшалăх умĕнчи яваплăха та туятпăр. Çапах та, çав яваплăх общество, çемье çине тиеннине те палăртасах килет. Темĕн тĕрлĕ мел-меслетпе усă курсан та, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлемесен умри тĕллевсене пурнăçа кĕртеймĕпĕр.

Еплерех йĕркелемелле-ха вĕрентекенпе вĕсен хушшинчи çыхăнăва? Кунта В.А.Сухомлинский сăмахĕсене илсе кăтартни вырăнлă пулĕ тетĕп: "Шкула ашшĕсемпе амăшĕсене вĕсен ачисем пирки япăххине пĕлтерме мар, "çирĕпрех ыйтасчĕ, унсăрăн...", - тесе хăратма мар, вĕсемпе чун-чĕререн калаçма, ачисен лайăх енĕсене палăртса хавхалантарма ытларах чĕнмелле".

Вĕрентекенпе вĕренекен, унăн ашшĕ-амăшĕ хушшинчи çыхăнăва шăпах çакна шута илсе йĕркелемелле те. Çакăнтанах ача шкулта ăнăçлă вĕренсе пырасси те, вăл йĕркеллĕ ỹссе аталанасси те нумай килет.

Ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупса кирлĕ пек ĕçлесе пырасси - вĕрентекенĕн шкул ĕçĕнчи кăткăс та пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри.

Мĕнлерех мелсемпе усă курса, мĕнлерех ĕçсем туса ирттеретпĕр-ха эпир, вĕрентекенсем, хамăрпа ачасен ашшĕ-амăшĕ хушшинчи çыхăнусене çирĕплетес тесе?

Пĕрремĕшĕ, ятарлă литературăпа, программăсемпе усă курса тĕрлĕрен калаçусем тăтăшах йĕркелени. Паянхи пурнăç чăнлăхĕ çапларах: чылай ашшĕ-амăшĕ воспитани темипе çырнă литературăна пачах вуламасть е питĕ сахал вулать. Вĕсемшĕн пурлăх, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ мала тухса тăрать. Ачисене пăхса ỹстерес ĕçе шкул хăй çине илет. Тата, паллах, ĕнтĕ, урам. Чылай çемьере аслашшĕ-асламăшĕн витĕмĕ, вĕсен ăслă сăмахĕ-канашĕ çукки çамрăк ашшĕпе амăшĕ умне йывăрлăх кăларса тăратать. Вĕсем ку е тепĕр лару-тăрура хăйсен тĕпренчĕкĕпе мĕн тумаллине пĕлмеççĕ. Çавăн пек чух класс ертỹçипе канашласан питех те аван пулĕччĕ.

Пирвайхи тĕлпулурах ашшĕ-амăшне малашнехи калаçусен темисене сĕнмелле, хăш кунсенче, хăш вăхăтра тĕл пулма меллĕрех пуласса ыйтса пĕлме тăрăшмалла.

Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене ирттерме тĕплĕн хатĕрленмелле. Пухура хускатакан ыйтусене палăртмалла, ачасен ĕçĕсенчен курав йĕркелемелле. Темăна çывăх "вăйă" ирттерни те усăллă пулĕ. Пĕтĕм ĕç-пуçа вара тест ыйтăвĕсенчен пуçăнмалла. Вĕсен тĕрлĕ хуравĕсем шăпах калаçу пуçарма май парĕç. Ашшĕ-амăшĕ валли ятарласа хатĕрленĕ класс тулашĕнчи уçă мероприятисен пĕлтерĕшĕ те питĕ пысăк. Вĕсене хатĕрлесе ирттерме хăйсене те явăçтарма май тупмаллах. Костюмсем хатĕрлеме, ỹкерчĕксем, кĕнекесем тупма пулăшма пултараççĕ вĕсем. Сăмахран, çак кунсенче кăна пирĕн шкулта волейбол турнирĕ хавхалануллă иртрĕ. Ачасемпе вĕрентекенсемсĕр пуçне ашшĕсемпе амăшĕсем те пысăк çĕкленỹпе хутшăнчĕç. Кăçал Амăшĕпе Ашшĕсен çулталăкĕ пулнă май, çакăн пек мероприятисем йĕркелени воспитани пĕлтерĕшне тата çỹллĕрех шая çĕклет.

Уçă мероприятисенче ашшĕсемпе амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене килтинчен урăхларах лару-тăрура курма, пултарулăха хак пама, юлташĕсемпе еплерех хутшăннине сăнама май тупаççĕ.

Çапла, шкул ачана питĕ нумай пĕлỹ парать. Çапах та пурăнма вĕренесси çемьерен пуçланать. Ашшĕ-амăшĕпе шкулăн, вĕрентекенĕн тачă çыхăнăвĕ ачана пур енлĕ аталантарас ĕçре ăнăçу кăна кỹрет.

 

Т.КУЗНЕЦОВА,

вĕрентекен.

Элпуçĕнчи вăтам шкул