Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сунарçăсем биатлон ăмăртăвĕнче

Енĕш Нăрваш ялĕ çывăхĕнчи “Упа кĕтесĕ” усадьба енче районти сунарçăсем хушшинче йĕлтĕрпе чупса тата мишене пăшалтан персе биатлон ăмăртăвĕ иртнĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри су-нарçăсем хутшăннă районти биатлон ăмăртăвне. Ÿсĕмĕпе 40 çулчченхи сунарçăсем хушшинче 1-мĕш вырăна А.В.Маргушов, иккĕмĕшне Г.И.Матвеев тухнă. 40 çултан 55 çулчченхи ÿсĕмре А.В.Семенов пĕрремĕш, Е.В.Иванов иккĕмĕш пулнă. 55 çултан та аслăраххисем хушшинче В.Е.Сорокин çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Биатлон ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухнисене медаль тата термоатă, иккĕмĕш вырăн йышăннисене медаль тата пластик курита парса чысланă.
Биатлон ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тата район пуçлăхĕ Александр Шакин саламланă.
Тăвайсен команди Чăваш пулăçисемпе сунарçисен общество организацийĕ йĕркеленĕ республика чемпионатĕнче те иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Андрей МОРЯКОВ,
сунарçăсемпе пулăçсен обществин районти пуçламăш организацийĕн председателĕ