Хĕрарăм - чĕрĕлĕх тымарĕ!
Мĕн чухлĕ вăй тата санра,
Мĕн чухлĕ илĕртÿлĕх!
Хитрелĕх, техĕмлĕх ĕçченлĕх
Мĕн чухлĕ ăс санра!
А.ЛЮБИМОВА.
Çывăхра шăнкăрав сассиллĕ хĕрарăм кулли илтĕнсе кайрĕ. Çаврăнса пăхрăм та, палланă çынах иккен, Тăвайри тĕп библиотекăра ĕçлекен Ирина Витальевна Дмитриева. Виçĕ ачипе килнĕ мероприятие. Пĕри алăра-ха, тепĕр иккĕшĕ унталла та, кунталла чупкалаççĕ, “Аль” спорткомплексăн залĕ пысăк, пĕчĕкскерсене чунĕсем каничченех савăнмалăх вырăн çителĕклĕ. Кĕçĕннине лăпкаса илме те, аслисене асăрхама та ĕлкĕрет амăшĕ. Унăн кăвак куçĕсемпе, сарă çÿç пĕрчийĕсем çуллахи илемлĕ сăнлăха ума кăлараççĕ. Хаваслă кăмăлĕ унпа калаçма илĕртет. “Ачасене спортпа паллаштарма килтĕр-и;” - сăмах хушрăм вĕсем патне пырса. “Паян Тăвайĕнче республикăри шкулсенче вĕренекен кĕрешÿçĕсен ăмăртăвĕ иртет. Кивĕ Вăрмарти тăванăн ывăлĕ хăй мĕнле пултаруллипе паллашма чĕнчĕ, хирĕçлемерĕмĕр, çемйипех килтĕмĕр. Аякра мар вĕт”, - хуравларĕ хĕрарăм. ...Элпуçĕнчи Тамара Ивановнапа Виталий Владимирович Егоровсен çемйинче 1980 çулта çутă тĕнчене килнĕ Ирина. Унтан ку кил-йыша ача “валеçекен” кайăк тепĕр виçĕ хутчен вĕçсе кĕнĕ. Аля Канашра йăва çавăрнă çемйипе, Лариса - крановщица, Саша килте ашшĕ-амăшĕпе пурăнать, Хусана ĕçлеме çÿрет. Вĕсем ывăл-хĕрĕсене аслисене хисеплеме, туслăха упрама, ĕçе юратма хăнăхтарнă. -Пирĕн тăхăр мăнук çитĕ-нет. Кукамай, кукамай, эпир сана питĕ юрататпăр, теççĕ халь аслăраххисем. Кашнинех тытса ачашлас килет, пурне те пулăшма вăхăт тупатпăр, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Т.Егорова. Иртнĕ канмалли кунсенче вăл аслă хĕрĕ патĕнчеччĕ. “Вăхăтлăха килме чĕнчĕ те, хирĕçлемерĕм”, - тет кукамăшĕ. Амăшĕ пекех харсăр Ирина, манпа калаçнă май ачисем мĕн тунине сăнасах тăрать, кăмăлсăррине йăпатать, пĕчĕккисен ыйтăвĕсем çине хăвăрт ăслă хурав тупать. Шкултан лайăх вĕренсе тухсан çĕвĕçе пĕр çулталăк хăнăхнă вăл, унтан вулавăшра ĕçлекен пулма тĕллев тытнă Эль ен пики. 2001 çулта Ураскассинче пурăнакансене тĕрлĕ кĕнекепе паллаштарассишĕн тимленĕ. Ĕçне кура - хисепĕ. Маттурскере 2004 çулта район библиотекине куçарнă. Вулавăшра тăрăшнă вăхăтра пĕлĕвне малалла ÿстернĕ Ирина Витальевна. Чăваш патшалăх университетĕнче управленипе психологи факультетĕнче, заочно вĕренсе, педагог-психолог специальноçне алла илнĕ. Çемье пуçĕ, пепкесен ашшĕ, Олег Михайлович, Элпуçĕнченех иккен, мăшăрĕ-пе 10 çул пĕр класра вĕреннĕ. -Питĕ лайăх каччăччĕ вăл. Яланах пулăшма тăрăшатчĕ, уйрăмах математикăпа. Туслăх юратăва куçнă ĕнтĕ. 2004 çулхи çĕртме уйăхĕнче вара мăшăрлантăмăр, алла-аллăн тытăнса пурăнма пуçларăмăр, - калаçăва малалла тăсать умри хĕрарăм. Арçын икĕ эрне килте пурăнать те, икĕ эрне вахтăпа ĕçлет иккен. Эпир Дмитриевсемпе паллашнă чухне вăл шăпах çукчĕ. Спорта юратать, йĕлтĕрпе чупать. Çĕрпÿ-ри ялхуçалăх техникумĕ-нче вĕренсе ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Хăйĕн çемйинче кĕçĕнни пулнă май амăшне, Нина Григорьевнана, пăхмалли пирки те манмасть вăл. Унăн пиччĕшĕпе аппăшĕ те чи çывăх çыннин сывлăхне çирĕплетессишĕн тимлеççĕ. Тăвай ялĕнчи хăтлă хваттерте пурăнаççĕ Дмитриевсем. Егор 7 çулта, пĕрремĕш класа пĕлÿ пухма çÿрет çывăхри шкула. Пĕчĕкскерсене “Аль” спорткомплексра шывра ишме хăнăхтараççĕ тата самбо кружокĕ ĕçлет вĕсем валли. Егор кĕрешес енĕпе опыт пухма кăмăлланă. Даша ку уйăхра виçĕ çула çитет, район центрĕнчи пĕрремĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденине хаваспах каять. Максим сакăр уйăхра кăна-ха, утма вĕренмелли хатĕрпе çĕмĕрттерсе кăна çÿрет, çитмен вырăн хăвармасть. Амăшне тупать те йăл! кулать шăпăрлан. Ирина Витальевна ĕçленĕ чухне тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă. “Тăвай ен” ансамбльте, халăх хорĕнче юрланă, спектакльсенче вылянă. Çĕнĕ кĕнекесемпе вулакансене хăвăртрах паллаштарас тесе районти тĕрлĕ организацисене çÿренĕ, çынсемпе калаçусем йĕркеленĕ, çекĕлпе çыхса Тăвай енре иртекен конкурссене хутшăннă. Библиотекăн, культура пайĕн, район адми-нистрацийĕн тата ытти Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулнă тăрăшулăхĕшĕн, сăпайлăхĕшĕн, ырă кăмă-лĕшĕн. Чăваш Президенчĕн стипендине те илнĕ Ирина Витальевна 2007 çулта. -Килти ĕçсене туса пĕ-терсен, ачасем çывăрма выртсан компьютер пулăшнипе, Интернета кĕрсе, çĕнĕ информацисемпе паллашатăп, “Ял ĕçченĕ” хаçата йĕрке сиктермесĕр вуласа тухатăп. Пурнăçпа тан утма тăрăшатăп çапла. Питĕ ĕçе каяс килет, çын хушшинче кунсем хăвăрт шăваççĕ. Пĕчĕк Максимпа тепĕр çулталăк отпускра ларатăп пулĕ-ха. Ачасем ырă-сывă çитĕнччĕр кăна, вĕсенчен хаклăраххи çук ĕнтĕ кашни амăшĕпе ашшĕшĕн. Çемье телейне упрассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр, - тесе вĕçлерĕ калаçăвне И.Дмитриева. Васкаса сывпуллашрăм хаваслă çемьепе, амăшне пĕчĕк хĕрĕ-ывăлĕсемпе калаçма урăх чăрмантарас килмерĕ.
А.НИКИТИНА. Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри И.Дмитриева ачисемпе