Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çамрăк армеецсен вăййисенче

Виçĕмкун районти спорткомплексра çамрăк армеецсен “Зарница” тата “Орленок” çарпа спорт вăййисем савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке вăййа хутшăнакансене саламланă, ăнăçусем суннă. Тăвай енре ырă йăлана кĕнĕ çамрăк армеецсен тупăшăвĕ кăçал 49-мĕш хут иртнине палăртнă.
Тĕрлĕ çар форми тăхăннă ачасем юрăсем юрласа стройпа утассипе пултарулăхне кăтартнă. Ун хыççăн тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсенче вăй-халне, конкурссенче ăсталăхне тĕрĕсленĕ.
Акă пневматикăлла винтовкăран персе “Зарница” ушкăнра малти виçĕ вырăна Кирилл Софроновпа (Енĕш Нăрваш), Анастасия Поликарпова (Тăрмăш), Максим Даниловпа Виктория Лебедева ?иккĕшĕ те Тăвай шкулĕ/, Максим Сергеевпа (Тĕмер) Евгения Рожкова (Чутей) йышăннă. “Ăмăрткайăкçăсенчен” Евгений Романовпа ?Çĕнĕ Пуянкасси/ Мира Шакина ?Тăвай/, Иван Мухановпа ?Мучар/ Фаина Алексеева (Тушкил), Олег Ивановпа (Тушкил) Мария Петрова (Çĕнĕ Пуянкасси) палăрнă.
-Пĕрремĕш кунхи тĕрĕслевсен итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, “Зарница” ушкăнра Тăвай, Тăрмăш, Мучар, “Орленок” ушкăнра Çĕнĕ Пуянкасси, Тăвай, Мучар шкулĕсен командисем малтисен йышĕнче, - терĕ райадминистрацин вĕренÿ пайĕн ертÿçи Олег Ломоносов.
Вăйăсем майăн 18-мĕшĕнче каç кÿлĕм кăна вĕçленнĕ. Çитес номерте тĕплĕнрех çырса пĕлтерĕпĕр.